Эпĕ чăвашла калаçатăп

Эпĕ чăвашла калаçатăп

Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чăваш Республикин вӗренӱ институчӗ Чăваш наци конгресĕпе пĕрле ака уйăхӗн 8-30-мӗшӗсенче «Эпĕ чăвашла калаçатăп» акци ирттерет.  Ф. И. Ашмаров ячӗпе хисепленекен Мӑн Явӑшри вӑтам шкулта вӗренекенсем те, шкулта чӑваш чӗлхипе литература эрни пынӑ май, ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, акцие хастар хутшӑнчӗҫ.  5-мӗш класра вӗренекенсем А. Алкан «Ырӑ ят» сӑввине, Кириллова Д. (6 кл.) Л. Мартьянован «Чӑваш Ен» сӑввине, Сидорова К. (8 кл.) «Чӑвашла» сӑввине, Петрова В. (7 кл.) П. Хусанкайӑн «Чӑваш ҫӗр-шывӗ» сӑввине вуларӗҫ. 9-мӗш класра вӗренекенсем «Чӑваш ак ҫапла юрлать, ташлать…» юрра юрларӗҫ. Видеоматериалсене #Эпӗчӑвашлакалаҫатӑп хештегпа Контактри «Чӑваш чӗлхи – чӗкеҫ чӗлхи» ушкӑна вырнаҫтартӑмӑр. Каярахпа акцие хутшӑнакансем пурте электронлӑ сертификат илме пултарӗҫ.