Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2024» акци иртрӗ

Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2024» акци иртрӗ

Паян, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Раççей Федерацийĕн Çемье çулталăкне, Чăваш Республикин Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланӑ «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2024» акци иртрӗ. Мӑн Явӑш шкулӗнче вӗренекенсемпе вӗрентекенсем акцие питӗ хастар хутшӑнчӗҫ. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси. 

Задачисем: 
− тĕнчере тăван кĕтесрен, тăван çĕртен, тăван чĕлхерен, тăван халăхран хакли нимӗн те ҫуккине тепĕр хут аса илтересси; 
− чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси; 
− чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май туса парасси. 
«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2024» акцие Мӑн Явӑш шкулӗнче хапӑлласах йышӑнчӗҫ. Кӑҫал эпир ку акцие 12-мӗш хут хутшӑнатпӑр. Кашни ҫулах ҫыракансен йышӗ ӳссе пырать. Кӑҫал диктанта 31 ҫын ҫырчӗ. Диктант ҫырма 6-9 классенче вӗренекенсем кӑмӑл турӗҫ, учительсем те аякра тӑрса юлмарӗҫ, хӑйсем чӑвашла тӗрӗс ҫырма пултарнине тӗрӗслерӗҫ. «5» илнисем чылайӑн: Моисеева И. Н. (чӑваш чӗлхипе литература учителӗ), Казакова З. П. (истори учителӗ), Митрофанова В. С. (9кл.), Угольникова Э. С. (9кл.), Сидорова К. Ю. (8кл.), Петрова В. С. (7кл.), Архипов Е. С. (7кл.), Ракова Т. Н. (9кл.), Быкова А. В. (9кл.), Макарова Е. И. (математика учителӗ), Малова И. В. (кӗҫӗн классен вӗрентекенӗ), Золов П. Я. (истори учителӗ), Кузнецова А. Н. (воспитани енӗпе ӗҫлекен советник), Зайцева А. (7 кл.) 
Малалла та чӑваш чӗлхине юратса вӗренме пурне те сывлӑх сунатпӑр. Яланах ӑнӑҫусем туса пымалла пултӑр. Маттур, Мӑн Явӑшра вӗренекенсемпе вӗрентекенсем!