Чӗвӗлти чӗкеҫ» вӑйӑ конкурс


Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, кашни ҫулах ака уйӑхӗн вӗҫӗнче Ф. И. Ашмаров ячӗллӗ Мӑн Явӑшри вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литератури эрни иртет. Ҫавна май ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче шкул шайӗнче «Чӗвӗлти чӗкеҫ» вӑйӑ конкурс иртрӗ. Конкурс ачасен тавра курӑмне аталантарма пулӑшать, чӑваш чӗлхин вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллашма май парать, тӑван чӗлхене хисеплеме, унӑн илемлӗхне туйса илме хӑнӑхтарать.
Вӑйӑ конкурса 5-9-мӗш класра вӗренекенсем хастар хутшӑнчӗҫ. 5 кл. вӗренекесем хушшинче Шарикова С. тата Шариков Р. 1-мӗш вырӑн йышӑнчӗҫ, Архипова Д. тата Тимофеева Е. – 2-мӗш вырӑн, Тимофеев П. - 3-мӗш вырӑн. 6-7 кл. вӗренекенсем хушшинче вара Шарикова К. тата Петрова В. 1-мӗш вырӑн йышӑнчӗҫ, Васильев Е. тата Архипов Е.  – 2-мӗш вырӑн, Раков Д. тата Рябинский И. - 3-мӗш вырӑн. 8-9 кл. вӗренекенсем хушшинче Быкова А., Ракова Т. 1-мӗш вырӑн йышӑнчӗҫ, Митрофанова В., Угольникова Э., Васильева К. – 2-мӗш вырӑн, Федорова Д., Митрофанова В., Сидорова К.,Кириллова Д.,Петрова В.,Тимофеев К. - 3-мӗш вырӑн.
Конкурсри ыйтусем ҫӑмӑлах пулмарӗҫ пулин те вӗренекенсем йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе тивӗҫлипе пурнӑҫларӗҫ ӗҫсене. Малалла та ӑнӑҫусем сунатпӑр вӗренекенсене!!!
 Тӑван чӗлхе вӑрттӑнлӑхӗсене тупса палӑртӑр, пӗр-пӗринпе ӑмӑртӑр, ҫӗнтерсе малтан мала утӑр!!!