Паян – пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхесен кунӗ. Ҫавна май Ф. И. Ашмаров ячӗллӗ Мӑн Явӑшри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта вӗренекенсем «Эпӗ тӑван чӗлхепе калаҫатӑп» акцие хутшӑнчӗҫ. Акцие активлӑ хутшӑнакансем – 3, 6, 8-мӗш классенче вӗренекенсем. 3-мӗш класра вӗренекен Щеглов Р. «Хӗл пуҫламӑшӗ» сӑвва, Павлов Б. «Йӗлтӗрпе» сӑвва чӑвашла вуларӗҫ. 8-мӗш класра вӗренекен Сидорова Ксения В. Туркайӑн «Чӑваш чӗлхи» сӑввине тӑван чӗлхепе илемлӗн вуларӗ. 6-мӗш класра вӗренекен Ананьева Р., Иванов Р., Якушкина А., Тихонова К., Кириллова Д. «Тав сана, вӗрентекен» юрра чӑвашла шӑрантарчӗҫ. Вӗренекенсен пултарулӑхӗпе #Эпӗтӑванчӗлхепекалаҫатӑп (#Эпӗтӑванчӗлхепекалаҫатӑп) адреспа паллашма пулать.