Пӗтӗм Тӗнчери тӑван чӗлхе кунне халалланӑ эрнен планӗпе килӗшуллӗн нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 1-9 классенче «Тӑван чӗлхерен хакли нимӗн те ҫук» калаҫу сехечӗсем иртрӗҫ. Вӗренекенсем тӑван чӗлхене халалланӑ презентацисем курчӗҫ, тӑван халӑхӑн маттур писателӗ-поэчӗсемпе паллашрӗҫ. Тӑван чӗлхе кирек мӗнле халӑхшӑн та — наци чунӗ, унӑн историне, йӑли-йӗркине тата культурине палӑртакан историллӗ ӑс-хакӑл. Ҫавӑнпа та: «Пурте пӗр шухӑшлӑ пулар, тӑван чӗлхене манар мар, ӑна вӗренер, упрар, юратар», - тесе пӗтӗмлетрӗҫ вӗренекенсем хӑйсен класс сехечӗсене.