Кашни ҫулах нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче тӑван чӗлхесен кунне уявлаҫҫӗ. Ҫавна май Ф. И. Ашмаров ячӗллӗ Мӑн Явӑшри пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкулта тӗрлӗрен мероприятисем иртеҫҫӗ. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес, ӑна аталантарас тата сыхласа хăварас, çамрӑк ăрăва чăваш культурипе паллаштарас тесе шкулта «Янра, чӑваш сӑмахӗ, эс, янра!» эстафета иртрӗ. Эстафетӑна 2-9-мӗш классенче вӗренекенсем хастаррӑн хутшӑнчӗҫ. Вӗренекенсем ӗҫ ҫинчен, чӑвашлӑх ҫинчен, чӗлхе ҫинчен калакан ваттисен сӑмахӗсене тупрӗҫ, сӑмахсене каласа видео ӳкерчӗҫ, 8-мӗш класра вӗренекен Тимофеев К. видеосенчен ролик йӗркелерӗ.Чӑваш сӑмахӗ уҫҫӑнах янрарӗ паян шкулта. Ачасем пурте маттур пулчӗҫ, никам та аякра тӑрса юлмарӗ.