«Халăх шкулĕ» журнал 2023 №5 (сентябрь-октябрь). « Чăваш чĕлхи - чăваш халăхĕн чи пысăк пуянлăхĕ!» статья. Авторĕ: Петр Золов, Мăн Явăш шкулĕнчи истори вĕрентекенĕ, тавра пĕлÿçĕ, Вăрнар тăрăхĕнчи Туçи - Мăрат ялĕ.

             Чăваш   халăхĕн   аслă  просветителĕ,   халăх   хушшинче   пĕлÿ-çыру  сараканĕ -  Иван  Яковлевич   Яковлев    патриарх -  çуралнăранпа    ака  уйăхĕн   25- мĕшĕнче  175   çул  çитрĕ.  Вăл    патша    влаçĕ   вăхăтĕнче    чăваш    халăхне    çутта    кăларассишĕн    кунне-  çĕрне    пĕлмесĕр    тăрăшнă.    Пирĕн  аслă    патриарх   Хусан   вĕренÿ   округĕпе    чăваш   шкулĕсен    инспекторĕнче    тăрăшнă   чухне    чăваш   халăхĕ    пурăнакан   вырăнсенче ,   вăл   шутра   Вăрнар   тăрăхĕнче  те ,  шкулсем    уçма   пулăшнă.   Пĕлÿ    çурчĕсем    тĕрлĕрен    пулнă:   прихут    шкулĕ,  земство    училищи,  ял  училищи,   грамота    шкулĕ.

             Иван  Яковлевич    чăваш  халăхне   пехиллесе   хăварнă   тарăн   шухăшлă   Халала   вуламан   чăвашсем   çук  пулĕ.  Халалта   пулас  ăрусене   пехиллесе   хăварнă   сăваплă   сăмахсем   çырăннă.  Вĕсем    тăван   халăхăн   ĕмĕрхи    хаклăхĕсене    упрама  вĕрентеççĕ.   Унта   аслă   патриархăмăр       вĕренсе   телей  тупнă   чăвашсене   чĕнсе  каланă: « Сирĕн   пайсăр   тăрса  юлнă   мĕскĕн   чăваш   халăхне   пулăшса   пурăнмалла,   вĕсене   вĕрентсе   çутăлтарас   ĕç   пуринчен   ытла   сирĕн   çинче  пулмалла.  Сирĕн  чăваш  халăхне  çутă  пурнăç  патнелле  туртмалла»,-  тесе   вĕрентнĕ.

              Чăваш   халăхне   çутта   кăлараканĕ  Иван   Яковлев   çуралнăранпа   175  çул   çитнине   халалласа    Шупашкарта    тĕрлĕ  мероприятисем   иртрĕç.  Тĕслĕхрен,   Шупашкарти   халăхсен   туслăхĕн    çуртĕнче   аслă   патриархăмăра    халалласа   «Иван   Яковлев-  çамрăксен  чĕринче»   регионсем    шайĕнчи   форум   иртрĕ.   Унта   ятлă- сумлă  хăнасем  хутшăнчĕç.

             Чăвашсен   наци  чĕлхине,   культурине   аталантарас    ыйтупа   Чăваш  ен   Пуçлăхĕ   Олег    Николаев  та   питĕ  интересленет.   Вăл    наци  чĕлхине   çăласси   тата   ăна   аталант арасси -  кашни    чăвашăн  тивĕçĕ,   тесе    шутлать.  «  Чăваш   ятне   илнĕ   çыннăн   ăна   май   килнĕ   таран   упраса   хăварма   тăрăшмалла.  Чăваш   чунĕллĕ,  чăваш   юнĕ   чупакан   çынсем   чăвашах  юлар!   Хамăр    халăх    пуянлăхне   пĕрле   упрар!» -  тесе  чĕнет    Олег  Николаев.

             Чăваш   халăхĕн    историне   тĕпчесси    тата    чăвашсен  наци   чĕлхине    аталантарас    ыйтупа    шкулсенче    уйрăмах   учительсем  тăрăшса   ĕçлеççĕ.   Чăваш   чĕлхине   тимлесе  тĕпчени  чăваш   халăхĕн  историне  ăнланма  пулăшать.    Вырăссен    паллă   ăсчахĕ  Н.Я.Марр   академик   шучĕпе    чăваш    чĕлхи -   тĕнчери  чи   ватă   чĕлхесенчен  пĕри.   Ун  шучĕпе  сĕм  авалхи  чăвашсем    этемлĕх  историйĕнче   чи  малтан   пирĕн  эрăчченхи  111   пин  çуллăхра    Малти    Азире   палăрнă.   Вĕсем    авалхи    Шумер   çĕршывне  те   кĕнĕ  тесе    шутлать    Н.Я.Марр  академик.   Вăл  вăхăтра  пирĕн   несĕлсем     авалхи    еги пет  халăххипе  те    çыхăнусем  тытнă  тесе   палăртать  академик.   Франци    ăсчахĕ  Шампольон   палăртнă  тăрăх,    египет  тата    чăваш  чĕлхинче   пĕр  пек    правило  пур-   вăл    япала   ячĕсен   нумайлă   хисепне  кăтартакан    «сем»   аффикс :  тĕслĕхрен-  ача  (ачасем),  тетте  ( теттесем). 

 Малти    Азире   пурăннă  вăхăтрах  пирĕн    несĕлсем     еврейсемпе   те   çыхăну    тытнă.   Чăваш  чĕлхине    еврейсен    сăмаххисем  те  кĕнĕ - тĕслĕхрен:   шăматкун,  турă,  ташă, салам    тата    ытти   сăмахсем  те.

            Чăваш   халăхĕн  историне   тĕпчес   ыйтупа  чăваш   ăсчахĕсенчен   Василий   Филиппович   Каховский   профессор  нумай   ĕçленĕ.  Вăл   çырнă   тăрăх,  сĕм    авалхи   чăвашсем   тĕрлĕ  вырăнсенче   пурăннă  тата   куçса  çÿренĕ.

             Малти    Азирен    пирĕн  несĕлсен   тĕрлĕрен  тăшмансем    тапăннă  пирки   хĕвел-тухăç   еннелле  куçмалла  тивнĕ.   Çĕнĕ    вырăнсенче     вĕсем    перси  тата   инди    халăххисемпе    çыхăнусем    тытнă.   Вара    чăваш   чĕлхи    çĕнĕ   сăмахсемпе    пуянланнă.   Тĕслĕхрен:     чăваш   чĕлхине    çакăн  пек   перси (иран)    сăмаххисем  кĕнĕ :            эрне, ĕмĕт,  ÿнер,  кÿкĕрт,  намăс, пахча, пурçăн,  сурпан,   тăшман,  хуçа, чÿрече   тата    ытти    сăмахсем  те.    Инди   çĕршывĕнчен    чăваш  чĕлхине    çакăн  пек    сăмахсем    килнĕ:  хушбу, кăркка, сатана, кишĕр, шÿрпе, хăяр, чĕкĕнтĕр   тата    ыттисем  те.

              Пирĕн    эрăчченхи    1  пин   çуллăх   варринче    пирĕн  несĕлсем    хунсен   йăхĕсем  шутĕнче    Китайпа    Монголи  çĕршывĕсемпе    юнашар  пурăннă.   Вĕсем    ку  çĕршыври   çынсемпе    тачă   çыхăнусем  тытнă,   пĕр- пĕрин  йăли- йĕркисемпе    паллашнă.   Çав  вăхăтра   ĕнтĕ   чылай    монголи   халăххин    сăмаххисем     чăваш   чĕлхине    кĕрсе  юлнă,  чăваш  чĕлхине   пуянлатнă.    Акă  пирĕн    пата    килнĕ   монголи    сăмаххисем:  ĕне,   пăру,  вăкăр,  тиха,  путене,  тимĕр,  тырă,  пăрçа,  пăтă,  паттăр,   икерчĕ,  турăх, какай    тата    ытти   сăмахсем  те.

              Çавăн   пекех    чăваш  чĕлхине    китай  халăххин  сăмаххисем   те   пуянлатнă.   Тĕслĕхрен: çын,  шыв, тусан,  мамăк,  чăх, уйăх,   т ĕнче,  сĕт,  сухан, чĕр   чун,  ту    тата    ытти    сăмахсем  те.   Кун сăр  пуçне,   чăваш   халăх    тĕррисенче    китай    çырулăхĕн    иероглифĕсене  те    курма    пулать.    Чăвашсен  тĕрри  те,    китай    халăххин    тĕрри   те    пĕр   пек    ÿкерчĕксемпе  пуян.   Çавăн    пекех,  музыка,    ĕлĕкхи     юрă     таврашĕсенче  те     икĕ    халăхăн   пĕр   пек    йенĕсем  пур.    Çакăн  пек  тĕслĕхсем    ĕлĕк- авал    пирĕн  несĕлсем    (сĕм    авалхи   чăвашсем)    китай    халăххипе     тачă   юнашар    пурăннине,    вĕсем     пĕр-  пĕринпе    тачă   çыхăну    тытнине    пĕлтереççĕ.

             Куратпăр   ĕнтĕ,   чăваш  халăхĕн  историйĕ  çав    тери    пуян,  интереслĕ.    Пирĕн   несĕлсем    ăçта   кăна    пурăнса   курман,   кампа   кăна    хутшăнса    курман.   Кашни   халăхăн    хăйĕн    чĕлхипе    культури  пур.   Вăл   çут  çанталăк    панă  тивлет,   тĕнче    культурин    уйрăлми    пайĕ,  унăн    пуянлăхĕ.   Чăваш  халăхне    çÿле  çĕклекенни,   ăна  чапа   кăлараканни-   чăваш   чĕлхипе     унăн  культури.   Вĕсем    чăваш   халăх  историне  тарăнрах   тĕпчем е,   пĕлме  пулăшаççĕ.  Ана     пĕлни  чăваш  халăх   вăй-халне    хăпартма,   унăн  наци   мăнаçлăхне   чĕртме,   вăйлатма    пулăшать.   Пирĕн    хальхи    ăрусене:     çамрăккисене  те,   ваттисене  те -  чăваш  халăхĕн     шăпи-ăраскалĕ  çине   туллинрех    пăхма,    нацин    мăнаçлăх   туйăмне    çĕклеме    пулăшас  пулать.   Çавăн   пекех     чăваш   халăхĕн    паттăр    ывăл- хĕрĕсене  те   пĕлес    пулать.  Эпир    чăваш   халăхĕн    пуян   историйĕпе,    илемлĕ  те   çепĕç   чăваш   чĕлхипе   тата    культурипе     мухтанма    тивĕçлĕ!

 

                                                          

             

Источник: Петр Золов, истори вĕрентекенĕ, тавра пĕлÿçĕ. Вăрнар тăрăхĕнчи Туçи Мăрат ялĕ.