Чăваш чĕлхи кунне тата И. Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2023» акци ирттерчĕҫ.
Вăл 2023 çулхи ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче иртрӗ.
Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.
Задачисем:
− тĕнчере тăван кĕтесрен, тăван çĕртен, тăван чĕлхерен, тăван халăхран хакли нимӗн те ҫуккине тепĕр хут аса илтересси;
− чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;
− чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май туса парасси.
«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2023» акцие Мӑн Явӑш шкулӗнче хапӑлласах йышӑнчӗҫ. Кӑҫал эпир ку акцие 11-мӗш хут хутшӑнатпӑр. Диктант ҫырма 6-8 классенче вӗренекенсем кӑмӑл турӗҫ, учительсем те аякра тӑрса юлмарӗҫ, хӑйсем чӑвашла тӗрӗс ҫырма пултарнине тӗрӗслерӗҫ. Кӑтартусем ҫакӑн пек: «5» илнисем: Моисеева И. Н. (чӑваш чӗлхипе литература учителӗ), Казакова З. П. (истори учителӗ), Архипов Е. С. (6 кл.). «4» илнисем: Шарикова К. А. (6 кл.), Васильев Е. А. (6 кл.), Владимирова О. В. (7 кл.), Сидорова К. Ю. (7 кл.).
Малалла та чӑваш чӗлхине юратса вӗренме пурне те сывлӑх сунатпӑр. Яланах ӑнӑҫусем туса пымалла пултӑр. Маттур, Мӑн Явӑшра вӗренекенсемпе вӗрентекенсем!