Ача пекех эп хĕпĕртетĕп
Тăнлав çине çусан та юр.
Пилот картти çинче пĕлетĕп
Мăн Явăш тенĕ вырăн пур.
Çак мăнаçлă сăвă йĕркисен авторĕ Вӑрнар районӗнчи Мӑн Явӑш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ А.А.Воробьев. А. А. Воробьевӑн 100 ҫулхи юбилейӗ пӗлтӗрех иртрӗ пулин те Мӑн Явӑш шкулӗнче поэта халалланӑ уявсем халӗ те иртеҫҫӗ-ха. Ҫавна май ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче шкула хаклӑ хӑнасем килсе ҫитрӗҫ: Кондратьева Роза Алексеевна – пенси фончӗн ертӳҫи, Валери Туркай – чӑваш халӑх поэчӗ, Улькка Элмен – ҫыравҫӑ. Уява Ф. И. Ашмаров ячӗллӗ Мӑн Явӑш шкулӗнче вӗренекенсем хастар хатӗрленнӗ. Вӗсем ентеш поэтӑн тӗрлӗ сӑввисене вуларӗҫ: «Ҫӑкӑр», «Ман манифест», «Тӑван ялӑм», «Вӑрҫӑ чарӑннӑ кун», «Ҫурхи хирте», «Урпа», «Ҫавал хӑви», «Кипенек», «Йӑмра»… Ҫавӑн пекех В. Туркайпа Р. Сарпи сӑввисем те шӑранчӗҫ сцена ҫинче. В. Туркай хӑй те хавхалансах вуласа пачӗ А. Воробьев сӑввисене. Роза Кондратьева хӑйӗн куккӑшӗ (А. Воробьев) ҫинчен аса илсе вӗренекенсене питӗ кӑсӑклӑ каласа пачӗ. Улькка Элмен вара тӑван чӗлхене, тӑван тавралӑха, тӑван ҫӗршыва юратмалли ҫинчен, хисеплемелли ҫинчен каларӗ. Тӑван чӗлхешӗн тӑрӑшса вӗренмелли, ӗҫлемелли ҫинчен сӑмах хускатрӗ. Хӑнасем вӗренекенсемпе вӗрентекенсене ырӑ сӗнӳ-канашсем пачӗҫ, малашне А. Воробьевӑн ҫуралнӑ кунӗ тӗлне «Воробьев вулавӗсем» ирттерме сӗнчӗҫ. Эпир вӗсен сӗнӗвӗсене савӑнсах йышӑнтӑмӑр. Шкул ачисем килнӗ хӑнасене илемлӗ юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ. Паллӑ чӑваш поэчӗ Алексей Воробьев пирӗнтен ӗмӗрлӗхе уйрӑлса кайнӑранпа чылай ҫул иртрӗ. Ҫапах та халӑх ун ятне манмасть, тӑван поэзие кӑмӑллакансем унӑн ҫепӗҫ те ӑшӑ туйӑмлӑ, тарӑн шухӑшлӑ, пурнӑҫ ҫути ачашшӑн та илемлӗн тапса тӑракан пултарулӑхне пӗтӗм чун ӑшшипе юратаҫҫӗ.