Чӑваш тӗррин кунӗ. (Асанне арчинчи тупра)

Чӑваш тӗррин кунӗ. (Асанне арчинчи тупра)




Ноябрӗн 26-мӗшӗнче "Чӑваш тӗррин" кунне уявлаҫҫӗ. Ҫавна май 7-мӗш класра вӗренекенсемпе чӑваш тӗрри ҫинчен калаҫу ирттертӗмӗр. Калаҫӑвӑн тӗллевӗ ачасене чӑваш халӑхӗн тӗррисемпе паллаштарасси, унӑн илемне курма вӗрентесси. Калаҫӑва ирттерме асанне арчинчи япаласем (чӑваш кӗписем, сурпансем, алшӑлисем, тӗрленӗ тутӑрсем) пулӑшрӗҫ. Вӗренекенсем япаласем ҫинчи тӗрӗсене пӑхса тӗлӗнчӗҫ, уйрӑмах сурпан ҫинчи тӗрӗсем кӑсӑклантарчӗҫ ачасене. Калаҫӑвӑн вӗҫӗнче ачасем хӑйсем чӑваш тӗррисене тӗрлесе пӑхас тӗллев лартрӗҫ.
Источник: Моисеева И.Н.