Алексей Александрович Воробьев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ май…
Ача пекех эп хĕпĕртетĕп
Тăнлав çине çусан та юр.
Пилот картти çинче пĕлетĕп
Мăн Явăш тенĕ вырăн пур.
Çак мăнаçлă сăвă йĕркисен авторĕ Вӑрнар районӗнси Мӑн Явӑш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ А.А.Воробьев. Кӑҫал Чӑваш енре паллӑ ентешсен ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ. Ҫавна май Мӑн Явӑш ялӗнчи культура ҫуртӗнче савӑнӑҫлӑ уяв иртрӗ, ӑна чӑвашсен паллӑ поэтне, Алексей Александрович Воробьева, халалларӑмӑр. Уява Ф. И. Ашмаров ячӗллӗ Мӑн Явӑш шкулӗнче вӗренекенсем хастар хутшӑнчӗҫ. Вӗсем ентеш поэтӑн тӗрлӗ сӑввисене вуларӗҫ: «Ҫӑкӑр», «Ман манифест», «Тӑван ялӑм», «Вӑрҫӑ чарӑннӑ кун», «Ҫурхи хирте», «Урпа», «Ҫавал хӑви», «Кипенек», «Йӑмра»… Тата нумай сӑвӑ шӑранчӗ сцена ҫинче. Шкул ачисем килнӗ хӑнасене илемлӗ юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ. Ҫавӑн пекех килнӗ хӑнасем, шкулта вӗренекенсем ялти библиотека ӗҫченӗ, Фомина А. М., хатӗрленӗ кӗнеке выставкипе паллашма пултарчӗҫ, А. Воробьевӑн сӑввисен кӗнекисене уҫа-уҫа вуларӗҫ. Паллӑ чӑваш поэчӗ Алексей Воробьев пирӗнтен ӗмӗрлӗхе уйрӑлса кайнӑранпа чылай ҫул иртрӗ. Ҫапах та халӑх ун ятне манмасть, тӑван поэзие кӑмӑллакансем унӑн ҫепӗҫ те ӑшӑ туйӑмлӑ, тарӑн шухӑшлӑ, пурнӑҫ ҫути ачашшӑн та илемлӗн тапса тӑракан пултарулӑхне пӗтӗм чун ӑшшипе юратаҫҫӗ.