«Чыс та мухтав ентешӗмӗрсене!» Чӑваш Енӗн сумлӑ ентешӗсене халалланӑ уяв
Чӑвашлӑха упрас, ӑна малалла та аталантарас тӗллевпе тата Чӑваш Енӗн сумлӑ ентешӗсене халалласа шкулта «Чыс та мухтав ентешӗмӗрсене!» уяв иртрӗ. Вӗренекенсем хамӑр ентешсене хисеплесе тӗрлӗрен юрӑ хатӗрленӗ. Паян шкулта кунӗпех чӑваш юрри- кӗвви илтӗнсе, янӑраса тӑчӗ. Епле кӑмӑллӑ пирӗн ачасем хамӑр чӑваш юррисене шӑрантарнине итлеме! Сцена ҫинче ҫак юрӑсем янӑрарӗҫ: «Улми лайӑх-и, ҫырли лайӑх-и?», «Асамат кӗперӗ», «Тав сана, вӗрентекен», «Чӑваш ен», «Ҫӑкӑртан аслӑ ан пул», «Пирӗн ҫӗршывра», «Кукамайпа асанне», «Чӑваш ак ҫапла юрлать, ташлать». Мӗнле кӑна сӑвӑ янрамарӗ пулӗ паян залра ентешӗмӗрсене хисеп туса, хамӑрӑн мухтавлӑ ентешсене пурне те аса илме тӑрӑшрӑмӑр. Юрӑсем юрласа чуна уҫрӑмӑр, малалла тӑрӑшса вӗренме, ҫитӗнӳсем тума хавхалантӑмӑр.