новости
Чăваш чĕлхи кунне тата Чăваш Республикинчи Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалласа Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2022» акци ирттерчĕҫ.
Вăл 2022 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче иртрӗ.
Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.
Задачисем:
− тĕнчере тăван кĕтесрен, тăван çĕртен, тăван чĕлхерен, тăван халăхран хакли нимӗн те ҫуккине тепĕр хут аса илтересси;
− чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;
− чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май туса парасси.
«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2022» акцие Мӑн Явӑш шкулӗнче хапӑлласах йышӑнчӗҫ. Кӑҫал эпир ку акцие 10-мӗш хут хутшӑнатпӑр. Диктант ҫырма 6-9 классенче вӗренекенгсем кӑмӑл турӗҫ, учительсем те аякра тӑрса юлмарӗҫ, хӑйсем чӑвашла тӗрӗс ҫырма пултарнине тӗрӗслерӗҫ. Кӑтартусем ҫакӑн пек:
«5» ФИО (Хушамат,ят, ашшӗ ячӗ) | «4» ФИО (Хушамат,ят, ашшӗ ячӗ) |
Моисеева И. Н. (чӑваш чӗлхипе литература учителӗ) | Ракова Т. Н. (7кл.) |
Макарова Е. И. (математика учителӗ) | Петров Н. С. (9 кл.) |
Митрофанова Валерия С. (7 кл.) | Владимирова О. В. (6 кл.) |
Митрофанова Виктория С. (7 кл.) | Краснова А. П. (9 кл.) |
Быкова А. В. (7 кл.) | |
Сидорова К. С. (6 кл.) |
Малалла та чӑваш чӗлхине юратса вӗренме пурне те сывлӑх сунатпӑр. Яланах ӑнӑҫусем туса пымалла пултӑр. Маттур, Мӑн Явӑшра вӗренекенсемпе вӗрентекенсем!