"Чăвашсен ваттисен сăмахĕсемпе каларăшĕсем» викторина иртрӗ


 
2022 ҫула Раҫҫей халăхĕсен культура еткерĕн ҫулталăкĕ тесе палăртнă.
Ҫавна май чӑваш чӗлхи эрнинче вӑйӑсемпе викторинӑсем те ирттерес терӗмӗр. Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Мăн Явăш шкулĕнче 5-9-мĕш класра вĕрененкенсем «Чăвашсен ваттисен сăмахĕсемпе каларăшĕсем» викторинăна хутшăнчĕҫ. Ваттисен сăмахĕсем – ламран лама куҫса пыракан, ăса вĕрентекен сăнарлă сăмахсем. Вĕсем шухăша кĕскен те ҫивĕччĕн, ытарлăн палăртаҫҫĕ. Ваттисен сăмахĕсенче халăхăн кун-ҫулĕ, ăс-хакăлĕ, шухăшлавĕ, тĕнчекурăмĕ ӳкерĕннĕ. Викторина ыйтăвĕсене хуравласа ачасем тивĕҫлĕ сертификатсем илме пултарчĕҫ. Чи маттуррисен шутне Архипов Е. (5 кл.), Шарикова К. (5 кл.), Петрова В. (5 кл.) Владимирова О. (6 кл.), Кириллов Н. (6 кл.), Викторийӑпа Валерия Митрофановасем (7 кл.), Петров Н. (9 кл.), Краснова А. (9кл.) кӗме пултарчӗҫ. Малалла та ӑнӑҫусем сунатпӑр вӗсене