Çамрăк ăрава ăс-тăн парса ӳстерес ӗçре пуçламăш шкул пӗлтерӗшӗ калама çук пысăк.


Вӗрентӳ ăс-тăн пару никӗсӗ, унăн тӗп  инстуменчӗ – тăван чӗлхе. Тин çеç кӗнеке тытнă ачана ăнăçлă вӗрентсе ăс-тăн парасси чи малтан вăл хăйӗн тăван чӗлхипе тухăçлă усă курма пултарнинчен килет. Тăван чӗлхе – ӳсекен этеме çут тӗнчене кӗмелли алăкăн ылтăн çăраççийӗпе пӗрех.

Çамрăк асамлă ççăраççипе ача вӗренӳре туллин усă курма пултартăр тесен унăн пуплевӗпе шухăшлавне пур енлӗн аталантармалла. Пуçламăш классенче вӗренекенсен эрни малалла тăсăлнă май апрелӗн 8-мӗшӗнче чăваш чӗлхи кунӗ иртрӗ. 3-пе 4-мӗш тата 2-пе 1-мӗш классене тӗрлӗ ушкăнсене уйăртăмăр. Пӗтӗмпе 6 ушкăн пулчӗ. Вӗренекенсен атану шайне кура ушкăнсем çине уйăртăмăр. Ачасен пӗлӗвӗпе ăслайӗсене тивӗçлипе хаклани вӗсене тăрăшарах вӗренме хистет, хавхалантарать. Кашни ушкăн панă ӗçе тивӗçлӗ шайра тума тăрăшрӗç. Хăш-пӗр ушкăн алă çупсах савăнчӗ. Ачасем тӗрлӗ ӗçсем пурнăçларӗç. Тупмалли юмахсен тупсăмӗсене тупрӗç, ваттисен сăмахӗсене вулама тăрăшрӗç тата ытти ӗçсене те пурнăçларӗç. Чăваш юррисене те шăрантарчӗç. Уяв хаваслă иртрӗ. Пурте кăмăллă юлчӗç.

Мăн асаттесен чӗлхипе калаçма ан вăтанăр. Анне парнеленӗ чӗлхе пуринчен те хаклăрах. Вăрăм пултăр унăн ӗмӗрӗ.

 

Источник: Фомина С.В.