Чӑваш чӗлхипе литература олимпиади иртрӗ.

«Тӑван чӗлхе – халӑхӑн ӗмӗр сӳнми ӑс-тӑн чечекӗ», - тенӗ чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗ, вӗрентӳҫи Геннадий Никандрович Волков. Ҫапла, тӑван чӗлхе пире ытти ют чӗлхесене вӗренме, тӗпчеме май парать. Тӑван чӗлхе вӑл - пирӗн ҫутӑ малашлӑх.

Тӑван чӗлхене юратакансем, хисеплекенсем, унӑн пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшакансем вӗренеҫҫӗ Мӑн Явӑш шкулӗнче. Вӗсем чӑваш чӗлхипе, литературипе тӗрлӗрен конкурссене хутшӑнаҫҫӗ, чӑвашла сӑвӑсем ҫыраҫҫӗ. Акӑ 7-мӗш класра вӗренекен Быкова А. тата 9-мӗш класра вӗренекен Краснова А. Пӗтӗм Раҫҫейри шкул ачисен чӑваш чӗлхипе литератури олимпиадин муниципаллӑ тапхӑрне хутшӑнчӗҫ. Вӗренекенсем питӗ маттур пулни курӑнчӗ. Краснова А. ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗме пултарчӗ, Быкова А. вара призер ята тивӗҫрӗ. Вӗренекенсем пурте хӑйсен ӑс-тӑнне, ҫивӗчлӗхне, пултарулӑхне пур енлӗн кӑтартма пултарчӗҫ. Эпир вӗсене ҫакӑн пек ҫитӗнӳсем тунӑшӑн саламлатпӑр. Малашне те ӑнӑҫусем сунатпӑр.
Источник: Моисеева И.Н