Ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче, чăвашсем пурăнакан пĕтĕм хулапа ялта Чăваш чĕлхи кунне тата çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2021» акци иртрӗ.
Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.
Пӗтӗм чӑваш диктантне ҫырма Мӑн Явӑш шкулӗнче вӗренекенсемпе вӗрентекенсем те хутшӑнчӗҫ. Эпир Юхма Мишши хайлавӗ тӑрӑх хатӗрленӗ «Ылтӑн кӗнеке» текста ҫыртӑмӑр. Виҫҫӗн «5» паллӑ илме пултарчӗҫ – Моисеева И. Н., Сильвестрова М. Е., Митрофанова В. С. Улттӑн «4» паллӑ илчӗҫ, пӗр «3» пулчӗ. Диктант ҫыракансем маттур, орфографи тата пунктуаци правилисене лайӑх пӗлни курӑнчӗ. Малалла та чӑвашла ҫырас хӑнӑхусене ҫирӗплетсех пырар, чӑваш чӗлхин сумӗпе хисепне ӳстерессишӗн тӑрӑшса вӗренер, ӗҫлер!