Кирек мӗнле халӑхӑн та культура аталанӑвӗ ҫырулӑх пуҫланнипе ҫыхӑннӑ. Ӑс-тӑн пуянлӑхне ҫырулӑхсӑр упраса хӑварма та, ӑна малалла аталантарма та май ҫук. Ҫырулӑх пулӑшнипе халӑх хӑй культурине, ӗмӗрсем хушши аталантарса, пӗтӗм тӗнче умне кӑларать.
Пиншер ҫул хушши чӗлхе ҫынсемшӗн калаҫу урлӑ хутшӑнмалли хатӗр кӑна пулнӑ. Ҫырулӑх ҫурални этемлӗх историйӗнче чи пысӑк ҫитӗнӱсенчен пӗри. Шӑпах кӑҫал ҫӗнӗ ҫырулӑх пуҫланнӑранпа 150 ҫул ҫитет. Ҫавна май Мӑн Явӑш шкулӗнче «Чӑваш ҫырулӑхӗ 150 ҫулта» темӑпа пӗрлехи класс сехечӗ иртрӗ. Шкулта вӗренекенсем ҫырулӑха йӗркелесе яракан И.Я.Яковлев пултарулӑхӗпе тӗплӗнрех паллашрӗҫ, вӑл чӑваш халӑхне парса хӑварнӑ «Халала» аса илчӗҫ, чӑваш ҫырулӑхӗн ҫул-йӗрне тӗпчесе, йӗрлесе тухрӗҫ. Иван Яковлев йӗркеленӗ алфавитсен варианчӗсемпе паллашрӗҫ, букварьсен тӗслӗхӗсем ҫинчен презентаци курса ҫӗннине нумай пӗлчӗҫ. «Аваллӑха пӗлмесӗр малашлӑх ҫук», - тенӗ ваттисем. Апла пулсан пирӗн аваллӑха пӗлсе малашлӑха ҫирӗппӗн утасчӗ.