Чӑваш чӗлхипе литература олимпиади

 
Нумай пулмасть шкулта вӗренекенсен Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиади иртрӗ. Ку тапхӑрта чӑваш чӗлхипе литература олимпиадине Мӑн Явӑш шкулӗнче вӗренекен Силвестрова М. (9 кл.) тата Краснова А. (8 кл.) хутшӑнчӗҫ. Сильвестрова М. тивӗҫлӗ балл пухса олимпиадӑн регион тапхӑрне тухма пултарчӗ. Олимпиадӑн регион тапхӑрӗнче те Сильвестрова М. хӑйне лайӑх, маттур енчен кӑтартма пултарчӗ. Ᾰслӑлӑх ҫулӗпе ӑна чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗ Моисеева И. Н. ертсе пычӗ. Малашне чӑваш чӗлхипе литературине тата та тӗпчесен Маша пысӑк ҫитӗнӳсем тума пултарӗ-ха. Эпир ӑна вӗренӳре малашне те ӑнӑҫусем сунатпӑр!