Анне пулсан пурнӑҫ илемлӗ
Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче «Аннесен кунне» уявлаҫҫӗ. Ҫавна май 5-мӗш класра «Анне пулсан пурнӑҫ илемлӗ» темӑпа уҫӑ урок иртрӗ. Урока Ю. Скворцовӑн «Амаҫури анне» калавне вуласа йӗркелерӗмӗр, ҫав хайлав тӑрӑх ӳкернӗ кино та куртӑмӑр. Урокӑн тӗп тӗллевӗ - «Анне пулсан пурнӑҫ телейлӗ» текен шухӑша тупса палӑртасси пулчӗ. Ачасем амаҫурипе пӗрле пурӑнакан тӗп геройпа, Митьӑпа, пӗрле кулянни те сисӗнчӗ. Вӗренекенсем Митьӑна чунтан хӗрхенни те палӑрчӗ. Урок вӗҫӗнче ачасем ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ патне килсе тухрӗҫ: «Тӑван анне! Мӗнешкел ырӑ унпа пурӑнма! Мӗн тери телейлӗ вӗсем, тӑван аннеллӗ ачасем!»