«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2020»
Чăваш чĕлхи кунне, Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине тата Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2020» акци иртрӗ. Диктанта «Наци радиовӗ» эфирӗнче вуларӗҫ, эпир итлесе ҫыртӑмӑр. Диктант текстне Юрий Скворцовӑн «Уках хурӑнӗ» хайлавӗнчен илнӗ. Пӗтӗм чӑваш диктантне ҫырса хамӑр ҫырас хӑнӑхусене тӗрӗслерӗмӗр.