Ҫулсерен тенӗ пекех Мӑн Явӑш шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литература эрни иртет. Ҫак эрнен тӗп тӗллевӗсенчен пӗри вӑл - чӑвашлӑха упрасси, ӑна малалла та аталантарасси, хамӑр пуянлӑха, наци чӗлхине, хисеплеме вӗрентесси. Чӑваш чӗлхипе литература эрнине тӗрлӗрен ирттерме тӑрӑшатпӑр. Ачасем хӑйсене тӗрлӗрен роль йышӑнса тӗрӗслесе пӑхаҫҫӗ: артист та пулаҫҫӗ, сӑмах ӑсти те пулаҫҫӗ, юрӑҫ та пулаҫҫӗ т. ыт. те. Вӗренекенсем пурте конкурссене кӑмӑлпа, хаваспа хутшӑнаҫҫӗ. Ку чӑннипех те савӑнтарать.
Тунти кун шкулта «Эх, юррӑм, янӑра!» конкурс иртрӗ. Вӗренекенсем тӗрлӗрен юрӑ хатӗрленӗ: хӑна юрри, ӗҫ юрри, тӑванлӑх юрри, атте-аннесене халалланӑ юрӑсем… Шкулта пӗр ача та юрламасӑр тӑрса юлмарӗ, конкурса 1-мӗш класран пуҫласа 11-мӗш класс таранах хутшӑнчӗҫ. 4-мӗш класра вӗренекенсем юрӑ юрланӑ майӑн чӑваш ташшине те ташласа савӑнтарчӗҫ. Шкулта чӑваш юрри- кӗвви илтӗнсе, янӑраса тӑчӗ. Епле кӑмӑллӑ пирӗн ачасем хамӑр чӑваш юррисене шӑрантарнине итлеме! Сцена ҫинче ҫак юрӑсем янӑрарӗҫ: «Улми лайӑх-и, ҫырли лайӑх-и?», «Икӗ автан», «Сар хӗвел», «Урокра», «Чӑваш ен», «Ой, садра, пахчара», «Тӑванран хакли ҫук», «Саламлатпӑр». 1-мӗш вырӑна 6-7 класра вӗренекенсем, 2-мӗш вырӑна 9, 11 класра вӗренекенсем, 3-мӗш вырӑна 8 класра вӗренекенсем йышӑнчӗҫ. Юрӑсем юрласа чуна уҫрӑмӑр, малалла тӑрӑшса вӗренме, ҫитӗнӳсем тума хавхалантӑмӑр.
Вӗренекенсен илемлӗх туйӑмне аталантарас, чӑваш хайлавӗсене юратса вулама хавхалантарас тӗллевпе ытлари кун шкулта «Юптарусем вулатпӑр» илемлӗ вулакансен конкурсӗ иртрӗ. Конкурса 1-11-мӗш класра вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ. Ачасем чӑваш ҫыравҫисен хайлавӗсене килӗштерсе вулани курӑнчӗ. Конкурсра С. Шавлин, Н. Евдокимовӑн, А. Кӑлканӑн, Ҫӗпритун Шӑпчӑкӑн, В. Николаевӑн юптарӑвӗсем янӑрарӗҫ. Хӑш-пӗр вӗренекенсем илемлӗ вуланипе ҫеҫ мар, юптарусене чӑн-чӑн артистсем пек выляса панипе палӑрчӗҫ. Уйрӑмах 3-мӗш тата 7-мӗш класра вӗренекенсем маттур пулни сисӗнчӗ. Вӗсем хӑйсене сцена ҫинче хӑюллӑ тытрӗҫ, автан, кушак, йытӑ, мулкач, тилӗ сӑнарӗсене тивӗҫлипех выляса пачӗҫ. 1-мӗш вырӑна 7 класра вӗренекен Петрова А., Семенова А. йышӑнчӗҫ, 2-мӗш вырӑна 6 класра вӗренекен Петров Н., Краснова А. тата 9 класра вӗренекен Миронова А., Арсентьева И.тухрӗҫ. 3-мӗш вырӑна 8 класра вӗренекен Гурьева Н., Меркурьева Д., Меркурьева С., Кошкина А., Федоров Ф. тата 11 класра вӗренекен Иванова Ю., Петрова А. йышӑнма пултарчӗҫ. Юптарусенче пытанакан ӑса вӗрентсе калакан шухӑша вӗренекенсем пурте ӑша хывса юлчӗҫ.
Юн кунхи мероприятие театрпа ҫыхӑнтарас терӗмӗр. Чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне ҫӳлерех ҫӗклес, вӗренекенсене чӑвашла илемлӗ калаҫма хӑнӑхтарас, хӑйсене ҫын умӗнче сапӑр тытма вӗрентес тӗллевпе шкулта «Театр – халӑх чунӗ» конкурс иртрӗ. Мероприятие эпир чӑвашсен 1-мӗш киноактриссине, Тани Юна, тата чӑваш чӗлхи кунне халалларӑмӑр. Ҫавӑн пекех И. Я. Яковлев калавӗсене те аса илтӗмӗр. Вӗренекенсем И. Я. Яковлев калавӗсене тӗпе хурса сценкӑсем, инсценировкӑсем хатӗрленӗ. Сцена ҫинче «Лаша шырани», «Сармантей», «Кулачӑ», «Йӑлӑнтарни», «Эпӗ сехет ҫӗмӗрни», «Уҫӑлма тухнӑ шӑши ҫури» калавсене выляса пачӗҫ. Епле маттур Мӑн Явӑш шкулӗнче вӗренекенсем! Сцена ҫинче хӑйсене чӑн-чӑн артистпа танах тытрӗҫ. Куракансен те кӑмӑлӗсем тулчӗҫ.
Кӗҫнерни кун чӑваш чӗлхи кунне тата Раҫҫейри театр ҫулне халалласа шкулта «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2019» акци иртрӗ. Мӑн Явӑш шкулӗнче вӗренекенсемпе учительсем унта активлӑ хутшӑнчӗҫ. Кӑҫалхипе шутласан, эпир ку акцие 7-мӗш ҫул хутшӑнатпӑр. Кашни ҫулах лайӑх паллӑсем илме тивӗҫетпӗр. Акцин тӗп тӗллевӗ – чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сумӗпе хисепне ӳстересси. Задачисем: 1) Тӗнчере тӑван кӗтесрен, тӑван ҫӗртен, тӑван чӗлхерен, тӑван халӑхран хакли нимӗн те ҫуккине аса илтересси. 2) Чӑвашла ҫырма пӗлнине тӗрӗслесси. Кӑҫал эпир Владислав Николаев ҫыравҫӑ, журналист, куҫаруҫӑ Тани Юн пултарулӑхне халалласа ҫырнӑ текста ҫыртӑмӑр. Диктанта ҫырма 6-11 класра вӗренекенсем кӑмӑл турӗҫ, ҫырас правилӑсене ҫӑмӑллӑнах алла илме пултарчӗҫ.
Эрне кун ӑс-тӑна аталантарас, чӑваш чӗлхин вӑрттӑнлӑхӗсене туптама вӗрентес тӗллевпе шкулта «Ребуссем шутлатпӑр, ӑс-тӑна туптатпӑр» конкурс иртрӗ. Конкурса 6 – 11 класра вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ. Хатӗрлесе панӑ ребуссене хавхалансах шутларӗҫ, тупсӑмӗсене тупрӗҫ. Чи тавҫӑруллисем, маттуррисем 11 класра вӗренекенсем пулчӗҫ. Конкурссене, вӑйӑсене хутшӑнакансем пурте мухтав грамоттисене илме тивӗҫлӗ пулчӗҫ. Вӗренекенсен малалла та чӑваш чӗлхине юратса вӗренмелле пултӑрччӗ, унӑн вӑрттӑнлӑхӗсене тӗпчесе аталантармалла пултӑрччӗ.