Ребуссем шутлатпӑр, ӑс-тӑна туптатпӑр


Чӑваш чӗлхипе литература эрнинче ӑс-тӑна аталантарас, чӑваш чӗлхин вӑрттӑнлӑхӗсене туптама вӗрентес тӗллевпе шкулта «Ребуссем шутлатпӑр, ӑс-тӑна туптатпӑр» конкурс иртрӗ. Конкурса 6 – 11 класра вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ. Хатӗрлесе панӑ ребуссене хавхалансах шутларӗҫ, тупсӑмӗсене тупрӗҫ. Чи тавҫӑруллисем, маттуррисем 11 класра вӗренекенсем пулчӗҫ. Вӗренекенсен малалла та чӑваш чӗлхине юратса вӗренмелле пултӑрччӗ, унӑн вӑрттӑнлӑхӗсене тӗпчесе аталантармалла пултӑрччӗ.