ТЕАТР – ХАЛӐХ ЧУНӖ
Чӑваш чӗлхипе литература эрни малаллах тӑсӑлать-ха. Ҫавна май эпир паянхи мероприятие театрпа ҫыхӑнтарас терӗмӗр. Чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне ҫӳлерех ҫӗклес, вӗренекенсене чӑвашла илемлӗ калаҫма хӑнӑхтарас, хӑйсене ҫын умӗнче сапӑр тытма вӗрентес тӗллевпе шкулта «Театр – халӑх чунӗ» конкурс иртрӗ. Паянхи мероприятие эпир чӑвашсен 1-мӗш киноактриссине, Тани Юна, тата чӑваш чӗлхи кунне халалларӑмӑр. Ҫавӑн пекех И. Я. Яковлев калавӗсене те аса илтӗмӗр. Вӗренекенсем И. Я. Яковлев калавӗсене тӗпе хурса сценкӑсем, инсценировкӑсем хатӗрленӗ. Сцена ҫинче «Лаша шырани», «Сармантей», «Кулачӑ», «Йӑлӑнтарни», «Эпӗ сехет ҫӗмӗрни», «Уҫӑлма тухнӑ шӑши ҫури» калавсене выляса пачӗҫ. Епле маттур Мӑн Явӑш шкулӗнче вӗренекенсем! Сцена ҫинче хӑйсене чӑн-чӑн артистпа танах тытрӗҫ. Куракансен те кӑмӑлӗсем тулчӗҫ.