Эх, юррӑм, янӑра!


Чӑвашлӑха упрас, ӑна малалла та аталантарас тӗллевпе шкулта «Эх, юррӑм, янӑра!» конкурс иртрӗ. Вӗренекенсем тӗрлӗрен юрӑ хатӗрленӗ: хӑна юрри, ӗҫ юрри, тӑванлӑх юрри, атте-аннесене халалланӑ юрӑсем… 4-мӗш класра вӗренекенсем юрӑ юрланӑ майӗн чӑваш ташшине те ташласа савӑнтарчӗҫ.
Паян шкулта кунӗпех чӑваш юрри- кӗвви илтӗнсе, янӑраса тӑчӗ. Епле кӑмӑллӑ пирӗн ачасем хамӑр чӑваш юррисене шӑрантарнине итлеме! Сцена ҫинче ҫак юрӑсем янӑрарӗҫ: «Улми лайӑх-и, ҫырли лайӑх-и?», «Икӗ автан», «Сар хӗвел», «Урокра», «Чӑваш ен», «Ой, садра, пахчара», «Тӑванран хакли ҫук», «Саламлатпӑр».
Юрӑсем юрласа чуна уҫрӑмӑр, малалла тӑрӑшса вӗренме, ҫитӗнӳсем тума хавхалантӑмӑр.