Мăн Явăш шкулĕнче вĕренекенсем вĕренÿре те, тĕрлĕ конкурссенче те малти вырăнта ĕлкĕрсе пыраççĕ, çав вăхăтрах усăллă канма та пĕлеççĕ. Нумай пулмасть районта «Дорога к звездам» ятлă конкурс иртрĕ. Ҫак конкурса 7-мĕш класра вĕренекенсем активлă хутшăнчĕç. Сильвестрова М. Андриян Николаев космонавт çинчен «Ҫăлтăр чунлă Андриян» ятлă сăвă çырса 1-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. Анчах чарăнса тăмарĕ-ха вăл. Хăйĕн сăввипе вăл республикăна та çитрĕ. Сильвестрова М. республикăра та Андриян Николаева халалласа çырнă сăввипе 1-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. Хĕр ачана Моисеева И. Н., чăваш чĕлхипе литература учителĕ, хавхалантарса пулăшса пычĕ. Машăна саламлатпăр, малалла та пултарулăх çулĕпе хастар утмалла пултăр.