Хӗрарӑм, сан ятупа юрлатпӑр юрӑ
Хĕрарăм - чун савни, ыр асанне,
Юратнă мăшăр, ытарми анне.
Хĕрарăм, эсĕ - çулăмлă поэзи,
Чуна тыткăнлакан çĕн юрă эсĕ,
Пĕр сăмах, пурнăç тĕвви – хĕрарăм!
Чӑн та, пурнӑҫра мӗнпур ырри, мӗнпур илемли, мӗнпур ӑшши хӗрарӑмран килет. Ҫавна май хӗрарӑмсене саламласа ҫывхарса килекен уяв ячӗпе шкулта концерт иртрӗ. Концерта 8-мӗш класра вӗренекенсем хатӗрлерӗҫ. Вӗсем хӗрарӑмсене халалласа юрӑсем юрларӗҫ, ташӑсем ташларӗҫ, сӑвӑсем каларӗҫ. Юрӑ-ташӑпа пурте кӑмӑллӑ юлтӑмӑр. Пысӑк тав 8-мӗш класра вӗренекенсене.