Экзамена хатӗрленетпӗр
Хӗллехи каникул пуҫланнӑ пулин те, Ҫӗнӗ ҫул уявӗсем пыраҫҫӗ пулин те Мӑн Явӑш шкулӗнче 9-мӗш класра вӗренекенсем ахаль лармаҫҫӗ, вӗсем ҫывхарса пыракан экзаменсене хатӗрленме ҫӳреҫҫӗ. Вӗсемпе маттур педагогсем ӗҫлеҫҫӗ, экзаменсенче тивӗҫлӗ паллӑсем илччӗр тесе тӑрӑшаҫҫӗ.
Кӑҫал чӑваш чӗлхипе экзамен тытма 5 вӗренекен суйласа илнӗ. Каникул пынине пӑхмасӑрах паян вӗренекенсем пурте тенӗ пекех консультацине пуҫтарӑннӑ. Экзаменра вӗсен виҫӗ тӗрлӗ ӗҫ тумалла: итленӗ текст тӑрӑх изложени ҫырмалла, 13 ыйтуран тӑракан тест ӗҫне пурнӑҫламалла, ӑслав мелӗпе сочинени ҫырмалла. Эпир вӗренекенсемпе изложени ҫыртӑмӑр тата тест ыйтӑвӗсем ҫине хуравларӑмӑр. Кайран тестри ыйтусене пӗрерӗн тишкерсе тухрӑмӑр, хамӑр тӗслӗхсем тупрӑмӑр. Вӗренекенсен ыйтусем нумай пулчӗҫ, пӗр ыйтӑва та хуравсӑр хӑвармарӑмӑр. Тӑххӑрмӗшсем валли киле ӗҫ те пулчӗ: «Халӑх пулсан чӗлхе пӗтмест» темӑпа ӑслав сочиненийӗ ҫырса килмелле. Тепӗр консультацинче вӗренекенсен сочиненийӗсене тишкерсе тухӑпӑр.