ТАЙМА ПУҪ СИРЕ, АННЕМӖРСЕМ!
«Анне! Эсĕ çĕр çинче пурнǎç çуратакан! Ху çуратнǎ этеме аллу çине илетĕн те ун çине савǎнǎçпа тĕлĕнсе пǎхатǎн. Вара ху сисмесĕрех сан ик аллуна хальччен пулайман вǎй-хал пуçтарǎнма тытǎнат. Ачуна чун панǎ чĕрÿ анлǎланать. Унта амǎшĕн ачашлǎхĕ, ыратǎвĕпе юратǎвĕ кĕрсе вырнаçаççĕ. Вара сан чĕрÿ ĕмĕрлĕхех çĕнелсе, аслǎланса юлать.
Тĕлĕнтермĕш Анне! Эс хǎвна валли телей çурататӑн. Ху çуратнǎ этемпе сан пĕтĕм пурнǎçу тулса ларчĕ. Вǎл халь санра чĕрĕ çǎл куç пек тапать.
Эс ĕмĕр тǎршшĕпех ачун телейĕпе хĕпĕртесе пурǎнǎн! Ачуна телей парассишĕн пĕрмаях çунǎн. Санǎн аллу кану мĕн иккенне манĕ. Вǎл йǎнǎш тусан ǎна ятласса та юрату витĕр айǎплǎн. Санри иксĕлми вǎй-хǎват ачун кǎкǎрне куçса пырĕ. Апла пулин те санри чи асамлǎ вǎй, анне туйǎмĕ, ĕмĕрлĕхех чуна пĕçертсе юлĕ.
Çĕр пек хǎватлǎ Анне! Мĕн чухлĕ чǎтǎмлǎх санра!» - ҫак сӑмахсемпе пуҫларӗҫ 7-мӗш класра вӗренекенсем хӑйсен аннесене халалланӑ уяв концертне. Вӗсем хӑйсем хатӗрленӗ юрӑ-ташӑра аннесене ҫав тери юратнине, ҫав тери хисепленине, сума сунине кӑтартса пама пултарчӗҫ. Вӗренекенсем чӑваш чӗлхи урокӗсенче аннесем ҫинчен сӑвӑ ҫаврисем те ҫырчӗҫ, вӗсене концертра амӑшӗсене вуласа пачӗҫ.Чӑнах та аннесем умӗнче эпир пысӑк парӑмра, аннесем пулсан анчах эпир чи телейлисем пулатпӑр. 7-мӗш класра вӗренекенсем ҫӗре ҫити пуҫ тайса аннесене тав сӑмахӗсем каларӗҫ: «Тавтапуҫ, аннемӗрсем, пире ӳстернишӗн, телей парнеленишӗн, пӑхса ҫын тунишӗн, пурнӑҫ парнеленишӗн, вӗрентнишӗн», -янрарӗҫ вӗсен тав сӑмахӗсем.