«Тӑван чӗлхе – халӑхӑн ӗмӗр сӳнми ӑс-тӑн чечекӗ», - тенӗ чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗ, вӗрентӳҫи Геннадий Никандрович Волков. Ҫапла, тӑван чӗлхе пире ытти ют чӗлхесене вӗренме, тӗпчеме май парать. Тӑван чӗлхе вӑл - пирӗн ҫутӑ малашлӑх.
Тӑван чӗлхене юратакансем, хисеплекенсем, унӑн пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшакансем вӗренеҫҫӗ Мӑн Явӑш шкулӗнче. Вӗсем чӑваш чӗлхипе, литературипе тӗрлӗрен конкурссене хутшӑнаҫҫӗ, чӑвашла сӑвӑсем ҫыраҫҫӗ. Паян та, юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, 5-мӗш, 6-мӗш, 7-мӗш, 8-мӗш, 9-мӗш, 10-мӗш класра вӗренекенсем шкул шайӗнче иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри шкул ачисен чӑваш чӗлхипе литератури олимпиадине хутшӑнчӗҫ. Олимпиадӑра чи активлисем 6-мӗш класс ачисем пулчӗҫ. Вӗренекенсем пурте хӑйсен ӑс-тӑнне, ҫивӗчлӗхне, пултарулӑхне пур енлӗн кӑтартма пултарчӗҫ. Вӗренекенсем, яланах ҫапла тӑван чӗлхене юратса вӗренмелле пултӑрччӗ сирӗн. Малашне те ӑнӑҫусем сунатпӑр.