Вӑрнар районӗн символӗсем
Мӑн Явӑш шкулӗнче савӑнӑҫлӑ линейка хыҫҫӑн 7-мӗш класра класс сехечӗ иртрӗ. Ӑна эпир Вӑрнар районӗ 90 ҫул тултарнине халалларӑмӑр. Класс сехетӗнче Вӑрнар районӗн кӗске историйӗпе паллашрӑмӑр, ачасем хӑйсем пӗлекен паллӑрах вырӑнсене аса илчӗҫ. Ҫавӑн пекех Вӑрнар районӗн символӗсене тишкерсе тухрӑмӑр. Класс руководителӗ, Моисеева Ирина Николаевна, герба кӑтартса ун ҫинчен тӗплӗн каласа пачӗ. Ачасем гербра мӗн чухлӗ вӑрттӑнлӑх пытарӑнса тӑнине пӗлчӗҫ. Герб ҫинче чукун ҫул палли те, вӑрман, улӑх-ҫаран палли те, юхан шывсен, кӳлӗсен палли те пур-ҫке-ха! Класс сехечӗ вӗҫӗнче ачасем хамӑр район ҫинчен тӗпчесе пӗлмелли нумай пулнине палӑртса хӑварчӗҫ.