Чӑваш чӗлхине халалланӑ эрнере 5-9 класра вӗренекенсем ребуссемпе кроссвордсем те шутларӗҫ. Пуҫватмӑшсем пурте халӑх сӑмахлӑхӗнчен илнӗ ваттисен сӑмахӗсемпе тупмалли юмахсем пулчӗҫ. Ҫапла вара, чӑваш чӗлхи эрнинче халӑх сӑмахлӑхне те аякка тӑратса хӑвармарӑмӑр. Вӗренекенсем ребуссене пӗрин хыҫҫӑн теприне питӗ хӑвӑрт шутласа тупрӗҫ, тавҫӑруллӑ та маттур пулчӗҫ вӗсем. Хӑшӗсем вара хӑйсем ҫавӑн пек пӗчӗк-пӗчӗк ребуссем шухӑшласа кӑларма пултарчӗҫ. Ҫитес вӑхӑтра татах ҫапла чӑвашла пуҫватмӑшсем шутлас кӑмӑллӑ юлчӗҫ вӗренекенсем.