Чи маттуррисем тата тавҫӑруллисем


Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 5-мӗш класра «Чи маттуррисем тата тавҫӑруллисем» ӑмӑрту иртрӗ. Конкурсӑн тӗп тӗллевӗ – чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне ӳстересси, илемлӗ те ҫепӗҫ чӗлхепе мӑнаҫланма хавхалантарасси. Ӑмӑртура икӗ ушкӑн тупӑшрӗ: «Чӑваш ачисем» тата «Ҫурхи чечексем». Ачасем тӗлӗнмелле пуян сӑмах ҫӗршывӗнче пулса курчӗҫ. Вӗренекенсем тӗрлӗрен заданисем пурнӑҫларӗҫ: сӑмахсен синонимӗсемпе антонимӗсене тупасси, ваттисен сӑмахӗсене вӗҫлесси, тупмалли юмахсен тупсӑмӗсене тупасси, пуҫватмӑшсем шутласси, пӗр сӑмахран тӗрлӗрен сӑмахсем йӗркелесси тата ытти те. Ӑмӑртура «Чӑваш ачисем» маттуртарах та тавҫӑруллӑрах пулчӗҫ. Вӗсем «Ҫурхи чечексем» ушкӑна ҫӗнтерме пултарчӗҫ.