ПӖТӖМ ЧӐВАШ ДИКТАНЧӖ


 Ака уйӑхӗн 24- мӗшӗнче «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акци пулса иртрӗ.Акцин тӗп тӗллевӗ – чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сум-хисепне ӳстересси. Мӑн Явӑш шкулӗнче вӗренекенсемпе ӗҁлекенсем ҁак акцие хастар хутшӑнчӗҁ. Пурӗ 11 ҁын хутшӑнма кӑмӑл турӗ.Акцие хутшӑнакансем Геннадий Никандрович Волков этнопедагогӑн «Ӑслӑ ача» калавне ҫырчӗҫ. Вӗсем хӑйсен пӗлӗвне, чӑвашла йӑнӑшсӑр ҁырассине, чарӑну паллисене лартассине тӗрӗслерӗҁ.