Муркаш тӑрӑхӗ чӑваш ҫыруллӑ культурине нумай сӑмах ӑсти парнеленӗ. Сипетлӗ Муркаш ҫӗрӗ пултаруллӑ чылай ҫыравҫӑна пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухма пулӑшнӑ. Пирӗн тӑрӑхран тухнӑ ҫыравҫӑсенчен Раҫҫейре кӑна мар тӗнчипех паллӑ илем ӑстисем те пур. Ентеш ҫыравҫӑсен литературӑри ҫитӗнӗвӗсене шкул программине те кӗртнӗ. Ҫамрӑк ӑрӑва вӗрентсе воспитани парас ӗҫре вӗсен пӗлтерӗшӗ ҫав тери пысӑк. Ҫавӑнпа та пирӗн хамӑр тӑрӑхăн литература сӑн-сӑпатне пӗлмелле. Ҫавна шута илсе эпир "Литературӑллӑ Муркаш Ен" (Эсӗ хӑвӑн тӑрӑхна пĕлетӗн-и?) литература краеведенийӗн (тавра пӗлӗвӗн) викторинине ирттерес терӗмӗр.
Викторина хуравĕсене ака уйăхĕн 26-мĕшĕччен çак электронла адрес çине ярса памалла belovamarina5@yandex.ru
Викторинăна хатĕрлекенĕсем тата ирттерекенĕсем И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн историпе филологи факультечĕн 4-мĕш курс студенчĕсем Белова Марина Анатольевна, Иванова Екатерина Витальевна тата Пайкова Татьяна Вячеславовна. Çĕнтерÿçĕсене парне кĕтет.
Викторина
«Литературăллă Муркаш Ен»
(Эсĕ хăвăн тăрăхна пĕлетĕн-и?)
1. Муркаш тăрăхĕнчен чăваш литературипе культурине çĕклекенсем сахал мар тухнă. Çак тăрăхран тухнă чăваш çыравçисене асăнса тухăр.
2. Çÿлерех асăннă чăваш çыравçисенчен шкул программине кĕртнĕ çыравçăсене тата вĕсен хайлавĕсене асăнăр.
3. Район хаçатĕнче паянхи кун пичетленекен çыравçăсен ячĕсене палăртăр.
4. Пирĕн тăрăхри çыравçăсенчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине кам хутшăннă?
5. «Хыпар» хаçат хăçан тата кам йĕркеленипе тухма пуçланă?
6. «Юнка» сăвва, «Хĕрринче выртасшăн мар», «Шупашкарти сыснаккайсем» калавсене çыраканĕ кам?
7. К.В. Ивановăн «Нарспи» поэмине пуринчен малтан вырăсла пичетлесе кăлараканĕн ятне асăнăр?
8. 1821 çулхи ноябрĕн 28-мĕшĕнче хресчен кил-йышĕнче çуралнă писателĕн ятне калăр.
9. A. Лазареван «Урок пуçланчĕ» хайлавра мĕнле урок пирки сăмах пырать?
10. Ю. Скворцовăн «Хĕрлĕ мăкăнь» повĕçĕн теми, унти тĕп сăнарсем.
11. Андрей Петрович Петуховăн хушма ячĕ мĕнле пулса кайнă?
12. Çак йĕркесене кам çырнă?
«Каç иртрĕ. Сывлăм улăхра
Шăрçаланса пит вĕттĕн ÿкрĕ.
Ак шурăмпуç та улăхса
Каçхи сĕме пуç пĕкрĕ»
13. Муркаш районне кĕрекен Вускасси ялĕнче 1906 çулхи чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче çуралнă. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче Инçет Тухăç фронтĕнче хирург пулса ĕçленĕ. Медицинăра вăй хурса ĕçленĕшĕн «Чăваш АССРăн тава тивĕçлĕ врачĕ» ята илнĕ. Сăмах кам çинчен пырать?
14. Сăвă йĕркисене пуçласа ярăр.
…
Ул та турăм,
Хĕр те турăм,-
Хĕр уссине кураймарăм.
15. «Чавса çывăх та çыртма çук» пьеса авторĕ кам?
16. Муркаш тăрăхĕнчи драматургсенчен камсене пĕлетĕр?
17. Муркаш тăрăхĕнчи хăш писателĕн пьессине Чăваш Драма театрĕнче лартнă? Пьеса ячĕ мĕнле?
18. Василий Ржанов литература ĕçне миçемĕш çулта тата мĕнле хайлавпа пуçласа янă?
19. Ю. Скворцовăн геройĕсем (Ваççа, Паня, Славик, Укахви, Сухви) хăш хайлавсенчен?
20. Ю. Скворцовăн «Укахви хурăнĕ» повĕçри символсене асăнăр.
21. Эсир Микиш Павăлĕн мĕнле хайлавĕсене пĕлетĕр?
22. Мĕн вăл псевдоним? Кăтра Мишшин, Микиш Павăлĕн, Спиридон Яндушăн, Куçма Пайрашăн, Владислав Анаткасăн, Андрей Петтокин, Василий Сипетĕн чăн хушамачĕсене калăр.
23. «Çирĕм иккĕ» поэмăна кам çырнă?
24. «Пирвайхи юрату» повĕçе кам çырнă? Хайлаври ĕçсем хăçан тата ăçта пулса иртĕççĕ?
25. Юрий Скворцовăн «Ултăк» калавра амăшĕн миçе ывăл пулнă?
26. Юрий Скворцовăн «Вăлтари рак» калавĕнче ачасем пулă тытма ăçта кайнă?
27. «Тĕнче кĕвви» сăвва кам çырнă, вăл хăш ялтан?
28. Муркаш тăрăхĕнче Тури Томлай ялĕнчен тухнă çыравçă ятне палăртăр.
29. Сăвă ятне тата авторне аса илĕр.
Каç иртрĕ. Сывлăм улăхра.
Шăрçаланса пит вĕттĕн ÿкрĕ.
Ак шурăмпуç та улăхса.
Каçхи сĕме пуç пĕкрĕ.
30. Андрей Петтокин хăш сăвви çак йĕркесемпе вĕçленет?
«Кăвак пĕлĕтĕн çăлтăрсем сахал мар,
Алтăр çăлтăр çеç мар тÿпере,
Тăван çĕрĕн паттăрсем сахал мар,
Сахал мар вĕсене ÿстерет... »