Мӑн Явӑш шкулӗнче вӗренекенсем те, вӗрентекенсем те спорт вӑййисене питӗ кӑмӑллаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та районта иртекен пӗр ӑмӑртӑва та сиктермеҫҫӗ, савӑнсах хутшӑнаҫҫӗ тесен те йӑнӑш пулмӗ. Акӑ нумай пулмасть районта, учительсем хушшинче, волейбол выляса ӑмӑртасси пулчӗ. Ку ӑмӑртӑва та пирӗн учительсен команди хастаррӑн хутшӑнчӗ. Вӗсем шкул ятне ҫӗре ӳкермерӗҫ, пилӗк команда хушшинче иккӗмӗш вырӑн йышӑнса илме пултарчӗҫ. Маттур вӗрентекенсем, малашне те ҫапла хастар пулӑр, ӑнӑҫу пултӑр сире!