Шкул чысне хӳтӗлерӗҫ


«Тӑван чӗлхе – халӑхӑн ӗмӗр сӳнми ӑс-тӑн чечекӗ», - тенӗ чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗ, вӗрентӳҫи Геннадий Никандрович Волков. Ҫапла, тӑван чӗлхе пире ытти ют чӗлхесене вӗренме, тӗпчеме май парать. Тӑван чӗлхе вӑл - пирӗн ҫутӑ малашлӑх.
Тӑван чӗлхене юратакансем, хисеплекенсем, унӑн пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшакансем вӗренеҫҫӗ Мӑн Явӑш шкулӗнче. Вӗсем чӑваш чӗлхипе, литературипе тӗрлӗрен конкурссене хутшӑнаҫҫӗ, чӑвашла сӑвӑсем ҫыраҫҫӗ. Раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, 7-мӗш, 8-мӗш, 9-мӗш класра вӗренекенсем Вӑрнар районӗнче иртекен чӑваш чӗлхипе литератури олимпиадине хутшӑнчӗҫ. Олимпиадӑра 7-мӗш класра вӗренекен Миронова Анюта, 8-мӗш класра вӗренекен Павлова Ольга, 9-мӗш класра вӗренекен Михайлова Анна шкул чысне хӳтӗлерӗҫ. Вӗсем хӑйсен ӑс-тӑнне, ҫивӗчлӗхне, пултарулӑхне пур енлӗн кӑтартма пултарчӗҫ. Чи маттурри 7-мӗш класра вӗренекен Миронова Анюта пулчӗ, вӑл призерсен шутне лекме пултарчӗ. Эпир ӑна ҫакӑн пек ҫитӗнӳ тунӑшӑн САЛАМЛАТПӐР. Маттур Анюта!!! Яланах ҫапла тӑван чӗлхене юратса вӗренмелле пултӑрччӗ.