Ҫапла, шӑпах 117 ҫул каялла, 1899 ҫулта, ҫӗр ҫине чӑваш халӑхӗн сумлӑ поэчӗ, классикӗ, Ҫеҫпӗл Мишши, килнӗ. «Вӑл чӑваш поэзине пуҫласа яракансенчен пӗри, тӳрӗ кӑмӑллӑ, вӗри чунлӑ патриот, кӑвар чӗре…», - тенӗ ун пирки Чӑваш халӑх поэчӗ, Ухсай Яккӑвӗ. Вӑл чӑваш поэчӗсенчен чи хӗрӳлли, янӑравлӑ та вӑйлӑ сасӑлли. Унӑн вут-хӗмлӗ хӗрӳ сӑввисем ӗмӗрхи тӗттӗмлӗхе пӗтерекен, ҫӗр ҫине ҫӗнӗ пурнӑҫ кӳрекен, чӑваш халӑхне чуралӑхпа мӑшкӑлтан хӑтаракан ҫӗнӗ пурнӑҫа мухтаҫҫӗ.
Чӑваш халӑхӗн кӑвар чӗреллӗ поэтне аса илсе паян уроксенче тӗрлӗрен мероприятисем иртрӗҫ. 7-мӗш класра вӗренекенӗсемпе Ҫеҫпӗл Мишшин сӑввисене илемлӗ вуласа тишкертӗмӗр. 8-мӗш класра вӗренекенсемпе поэтӑн пурнӑҫӗпе, пултарулӑхӗпе ҫыхӑннӑ тӗрлӗрен кроссводсемпе пуҫватмӑшсене шутларӑмӑр. 9-мӗш класра вӗренекенсем «Ҫеҫпӗл Мишшин пурнӑҫӗпе пултарулӑхне пӗлетӗр-и?» ятлӑ викторинӑна активлӑ хутшӑнчӗҫ. Мероприятисем ачасемшӗн питӗ усӑллӑ пулчӗҫ, чӑваш литературине юратса вӗренме хавхалантарчӗҫ.