Конькипе


Вӗҫсе пырап конькипе,
Хӑлхасем хӗп-хӗрлӗ.
Чӑр-чар чӗрсе пынипе
Пӑр ҫийӗ пит йӗрлӗ.
Йӑлтӑр-ялтӑр ҫиҫӗм пек
Йӑр та яр пыратпӑр.
Алла-аллӑн тытӑнса
Савӑнса ярнатпӑр.

Чӑнах та савӑнмалли нумай пулчӗ  5-мӗш тата 6-мӗш класра вӗренекенсен. Вӗренӳ ҫулӗн 1-мӗш чӗрӗкӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн вӗренекенсем Вӑрнарти каток ҫинче пулса курчӗҫ. Хӑшӗ-пӗри коньки ҫине пӗрре те тӑрса курман. Вӗсем хӑйсем конькипе ярӑнма вӗреннӗшӗн савӑнчӗҫ. Хӑшӗ-пӗри вара коньки ҫине пӗрре мар тӑрса курнӑ. Ачасем пӑр ҫинче пӗр-пӗрне ярӑнма вӗрентрӗҫ, тытмалла вылярӗҫ. Вӗренекенсен чун-чӗрисем савӑнӑҫпа тулчӗҫ, вӗсем каток ҫине тепре кайма та хавас.