Уҫӑ уроксем иртрӗҫ


Кашни пилӗк ҫултах, вӑхӑт ҫитсен вӗрентекенӗн, Моисеева Ирина Николаевнӑн, юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче аттестаци тӗрӗслевӗ иртрӗ. , учительсен аттестаци тӗрӗслевӗ витӗр тухма тивет. Ҫавна май чӑваш чӗлхипе литературине
Уҫӑ уроксем 5-мӗш тата 7-мӗш классенче пулчӗҫ. 5-мӗш класра уҫӑ урок Юрий Скворцов ҫырнӑ «Амаҫури анне» хайлавӗ тӑрӑх «Анне пурри – телей» ятпа иртрӗ. Вӗренекенсем хайлаври ӗҫ-пулӑмсене хак пачӗҫ, сӑнарсене кластер мелӗпе те, синквейн мелӗпе те тишкерчӗҫ, сӑнарпа сӑнара танлаштарса танлаштаруллӑ характеристика турӗҫ, ырӑпа усала уйӑрма хӑнӑхрӗҫ.
7-мӗш класра уҫӑ урок «Глаголсен ҫӗр шывӗнче» темӑпа иртрӗ. Вӗренекенсем «глаголсен ҫӗр шывӗнче» ӑмӑртӑва хутшӑнчӗҫ. Ачасем глаголсене сӑпат, вӑхӑт, хисеп тӑрӑх улӑштарчӗҫ, формисене, наклоненийӗсене палӑртрӗҫ. Ҫавӑн пекех воспитани тӗллевӗ те пурнӑҫланса пычӗ урокра. Вӗренекенсем тус-юлташа хисеплеме, упрама, йывӑр вӑхӑтра пулӑшма хӑнӑхрӗҫ.
Уҫӑ уроксемпе хӑнасем те, вӗренекенсем те, учительсем те кӑмӑллӑ юлчӗҫ