Учитель кунӗ


Учитель! Яту сан чаплӑ,
Чун-хавалу пуян та аслӑ.
Ĕҫӱ, чӑнах та, пархатарлӑ,
Вӑл ӗмӗр пултӑрччӗ мухтавлӑ.
 Ҫапла, кашни ҫулах юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пӗтӗм Раҫҫей Учитель кунне уявлать. Учитель ачасене пӗлӱ тӗнчипе паллаштарнипе пӗрлех, пурӑнма та вӗрентет. Вӗренекенсемшӗн учитель хӑй вӑхӑтне те, вӑйне те, чун-чӗре ӑшшине те шеллемест. Вӗреннӗ пӗрремӗш сас палли, вуланӑ пӗрремӗш сӑмах, букварьти пӗрремӗш страница – ҫакӑ пурте учительтен пуҫланать. Шкул ҫынна пур енлӗн аталантарма май паракан ҫӑл куҫ. Ҫакӑнтан пуҫланать те патшалӑхӑн пуянлӑхӗ.
Учитель – хисеплӗ ят. Учитель ачасене валли пурнӑҫ ҫулӗпе пӗрремӗш утӑмсем тума ҫул уҫса парать. Ҫавна май Мӑн Явӑш шкулӗнче, учительсене хисеплесе, чаплӑ уяв иртрӗ. Кашни вӗренекен шкулта ӗҫлекен учительсене салам сӑмахӗ, тав сӑмахӗ калама пултарчӗ. Уявра ачасем учительсене пысӑк тимлӗх уйӑрчӗҫ. 6-мӗш класра вӗренекенсем, аслӑ вожатӑй, Елена Александровна пулӑшнипе чаплӑ уяв концерчӗ хатӗрленӗ. Концертра учительсен ячӗпе нумай ӑшӑ сӑмах янӑрарӗ. Юррисем те, сӑввисем те, ташшисем те, сценкисем те – пурте эпир хисеплекен учительсемшӗн пулчӗҫ. 7-мӗш класра вӗренекенсем «Чӗререн тухакан ӑшӑ саламсем» видеоролик туса кӑтартрӗҫ. 9-мӗш класра вӗренекенсем «Учителе мӗн парнелес» ятлӑ видеоролик хатӗрленӗ. Уявра Елена Александровна тӗрлӗрен вӑйӑ ирттерчӗ. Чи интересли «Кам миллионер пуласшӑн?» вӑйӑ пулчӗ. Ку вӑййа ачасем те, учительсем те кӑмӑлласах хутшӑнчӗҫ.