Чӑваш чӗлхипе литератури эрнин пӗтӗмлетӗвӗ



Шкул ачисен чăваш чĕлхипе литературине вĕренес кăмăлне çĕклес, чăваш чĕлхипе литературине, историйĕпе культурине тĕпчес енĕпе тата Ĕç çыннин çулталăкне халалласа Мӑн Явӑш шкулĕнче ака уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 29-мĕшчен чăваш чĕлхипе литература эрни иртрӗ. Программа анлă та пуян пулчĕ. Вĕренекенсен тавракурăмне, пĕлĕвне анлăлатас тесе тĕрлĕ мероприятисем кĕртме тăрăшрăмăр.
Чӑваш чӗлхипе литература эрни савӑнӑҫлӑ линейкӑпа уҫӑлчӗ. Чи малтанах «Тӑван ҫӗршыв» гимн янӑрарӗ. Ун хыҫҫӑн вӗренекенсем мӑнаҫлӑн, ҫӗкленӱллӗ туйӑмпа хавхаланса чӑваш чӗлхи ҫинчен сӑвӑсем каларӗҫ.
Тӗрӗс те тирпейлӗ ҫырас ӑсталӑха та аталантартӑмӑр ку эрнере. Шкулта вӗренекенсем, кӑҫалхипе тӑваттӑмӗш хут ӗнтӗ, «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцие хутшӑнчӗҫ, хӑйсем чӑвашла тӗрӗс ҫырма пӗлнине тӗрӗслерӗҫ. Вӗренекенсем Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалланӑ «Ҫӑкӑр хакӗ» текста ҫырчӗҫ. Пирӗн савӑнмалли те пур ҫав, акцие хутшӑнакансем пурте «5» паллӑ илме пултарчӗҫ.
Чӑн та, Мӑн Явӑш шкулӗнче чӑваш чӗлхине юратакан, хисеплекен пултаруллӑ ачасем ҫитӗнеҫҫӗ. Ахальтен мар «Янрать чӑваш сӑвви!» ятлӑ илемлӗ вулакансен конкурсне чылайӑн пухӑннӑ. Вӗренекенсем тӗрлӗрен темӑллӑ сӑвӑсем вуларӗҫ. Уйрӑмах 11 класра вӗренекен Журавлева Елена А. Артемьевӑн «Салампи» хайлавӗнчи «Эй, салтак амӑшӗ!» сыпӑка чуна пырса тивмелле вулама пултарчӗ. Кузьмина Алина вара космос темипе ҫырнӑ «Ҫӑлтӑрсем чӗнеҫҫӗ» ятлӑ хӑйӗн сӑввине вуларӗ. Ӑна вӑл Андриян Николаева халалланӑ.
5-мӗш тата 6-мӗш класра вӗренекенсем хушшинче «Тӑван чӗлхе – чӑваш чӗлхи» вӑйӑ-ӑмӑрту питӗ кӑсӑклӑ иртрӗ. Вӑйӑра чӑваш чӗлхипе, чӑваш литературипе, тӑван ен культурипе ҫыхӑннӑ ыйтусем пулчӗҫ. Чӑн та, вӗренекенсемшӗн хӑш-пӗр ыйтусем йывӑр пулни сисӗнчӗ. Ҫапах та вӗренекенсем йывӑрлӑхран хӑрамасӑр пур ыйтӑва та шӗкӗлчесе тупрӗҫ. Хӗрӱ ӑмӑртура 6-мӗш класра вӗренекенсем ҫӗнтерӱҫӗсен ятне тивӗҫме пултарчӗҫ.
Чӑваш литератури урокӗсенче хайлавсене вуласа тишкернӗ май вӗренекенсем калавсене ӱкерчӗке куҫараҫҫӗ. Ҫавна май ӱкерчӗксен конкурсне йӗркелерӗмӗр. 7-мӗш класра вӗренекен Ильина М. М. Кипекӗн «Кайӑк тусӗ» хайлавӗ тӑрӑх ӱкерчӗк туса 1-мӗш вырӑн йышӑнчӗ. 2-мӗш вырӑна вара 7-мӗш класра вӗренекен Арсентьев П. тухрӗ. Вӑл К. Турханӑн «Пулеметчик Иван Смирнов» хайлав тӑрӑх ӱкернӗ. 3-мӗш вырӑна 6-мӗш класра вӗренекен Аршуткин С. тивӗҫрӗ. Вӑл П. Эйзинӑн «Йӑмрапа хурӑн» хайлавне ӱкернӗ.
Чӑваш чӗлхипе литература эрнинче Чӑвашкинона тата Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалланӑ викторина та иртрӗ. Вӗренекенсем ку конкурса хутшӑнса тавракурӑма аталантарчӗҫ, ыйтусен тупсӑмне пикенсех шырарӗҫ. Ку конкурсра уйрӑмах 5, 6, 7, 8-мӗш классенче вӗренекенсем активлӑ пулчӗҫ. 1-мӗш вырӑна 8-мӗш класра вӗренекен Михайлова Анна йышӑнчӗ. 5-мӗш класра вӗренекен Кошкина Анна 2-мӗш вырӑн йышӑнма пултарчӗ. 3-мӗш вырӑна вара 8-мӗш класра вӗренекен Иванова Таня тивӗҫрӗ.
Ҫапла вара чӑваш чӗлхипе литература эрнинче вӗренекенсен ҫырас ӑсталӑхне те, ӱкерес ӑсталӑхне те, вулас ӑсталӑхне те, шухӑшлав ӑсталӑхне те пур енлӗн аталантартӑмӑр. Вӗренекенсем чӑн та хамӑр тӑван чӗлхене чунтан юратаҫҫӗ, хисеплеҫҫӗ. Пур класра вӗренекен ачасем те ку эрнере питӗ активлӑ пулчӗҫ, хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ.