Тӑван чӗлхе – чӑваш чӗлхи


Паян, ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, 5-мӗш тата 6-мӗш класра вӗренекенсем хушшинче «Тӑван чӗлхе – чӑваш чӗлхи» вӑйӑ-ӑмӑрту иртрӗ. Вӑйӑра чӑваш чӗлхипе, чӑваш литературипе, тӑван ен культурипе ҫыхӑннӑ ыйтусем пулчӗҫ. Чӑн та, вӗренекенсемшӗн хӑш-пӗр ыйтусем йывӑр пулни сисӗнчӗ. Ҫапах та вӗренекенсем йывӑрлӑхран хӑрамасӑр пур ыйтӑва та шӗкӗлчесе тупрӗҫ. Вӑйӑра 5-мӗш класра вӗренекенсем 33 балл пухрӗҫ. 6-мӗш класра вӗренекенсем вара 36 балл пухса ҫӗнтерӱҫӗсен ятне тивӗҫме пултарчӗҫ. Вӑйӑпа пурте кӑмӑллӑ пултӑмӑр. Маттур 6-мӗшсем!