Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ


Йӑлана кӗнӗ май кашни ҫулах апрель уйӑхӗнче «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акци иртет. Кӑҫал та, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Чăваш Енĕн Ĕç çыннин çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2016» акци иртрĕ. Диктант текстне А. Артемьевăн „Çăкăр хакĕ” повеçĕнчен илнĕ. Мӑн Явӑш шкулӗнче вӗренекенсем, Пĕтĕм чăваш диктантне çырма кăмăл тăвакансем, тӑрӑшсах, тимлесех ӗҫлерӗҫ. Диктанта ҫырма 7 – 11 классенче вӗренекенсем активлӑ хутшӑнчӗҫ. Диктанта ҫырнӑ май тӗрлӗрен правилӑсене аса илчӗҫ. «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2016» акци пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ пулчĕ.