Мӑн Явӑш шкулӗнче вӗренекен ачасем пур енчен те маттур. Юрлама та,ташлама та, сӑвӑ илемлӗ вулама та ӑста вӗсем, вӗренӱре те малтисен ретӗнче. Пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах вара хӑйсен ӑшне килнӗ туйӑмӗсене сӑвӑласа шӑрҫалаҫҫӗ. Мӗнле кӑна тема суйласа илмеҫҫӗ пулӗ вӗсем? Кунтах анне ҫинчен, тус-юлташ ҫинчен, вӗренӱре кахаллисем ҫинчен, учительсем ҫинчен ҫырнисем, писательсене халалласа ҫырнисем питӗ нумай. Вӗренекенсем хӑйсен ӗҫӗсене тӗрлӗрен конкурссене тӑратаҫҫӗ. Акӑ, сӑмахран, нумай пулмасть районта «Проба пера» конкурс иртрӗ. Кунта та вӗренекенсем аякка тӑрса юлмарӗҫ. Фомин К. сертификат, Гордеева А. тата Миронова А. тав ҫырӑвӗсем, Михайлова А. 1-мӗш вырӑн, Федорова В. 3-мӗш дипломӗсене йышӑнса илме пултарчӗҫ. Татах та пултаруллӑ ҫырма ӑнӑҫу сунатпӑр вӗсене.