Тăван чĕлхе - чăваш чĕлхи
Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче 5 класра вĕренекенсем «Ĕç пурнăç тыткăчи» ятлă пĕр пайлă пьеса лартса пачĕç. Пьеса ĕçе юратма, ĕçе тĕплĕ тума вĕрентет. Куракансем кăмăллă юлчĕç. Çавăн пекех ачасем «Тăван чĕлхе - чăваш чĕлхи» темăпа çырнă сăввисемпе сочиненийĕсене вуларĕç. 7 класра вĕренекен Казакова Еленăн сăвви:
Чǎваш чĕлхи
Чǎваш чĕлхи – чи çепĕççи,
Чи хитри, чи илемли.
Ǎна юратрǎм ачаран,
Тек хисеплетĕп кǎмǎлтан.
Анне сǎмахĕ чи ǎшши,
Чǎваш чĕлхи чи кǎмǎлли
Туссем, упрар чĕлхемĕре,
Вǎл ан манǎçтǎр ĕмĕре.