Ака уйăхĕн 24 –мĕшĕнче шкулта «Тăван чĕлхе – эс вĕçĕмсĕр тĕнче» вăйă ăмăрту иртрĕ. Ǎмăртура 10-мĕш (И. Я. Яковлев мăнукĕсем) тата 11-мĕш (Çеçпĕл çеçкисем) класра вĕренекенсем тупăшрĕç. Вĕренекенсем хăйсене тĕрлĕрен конкурссенче тĕрĕслерĕç: синонимсен ярăмĕсене тупасси, ваттисен сăмахĕсене вĕçлесси, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупасси, ытарлă ыйтусене хуравласси, ушкăнпа сăвă каласси тата ытти те. Куракансем те вăййа активлă хутшăнчĕç. Çĕнтерÿçĕсен ятне илме И. Я. Яковлев мăнукĕсем (10 кл.) ушкăн тивĕç пулчĕ.