Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2013 акци
Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2013 акци иртрĕ. Ку акцин тĕллевĕсем: чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси; чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси. Çак акцирен Мăн Явăш шкулĕ те аякра тăрса юлмарĕ. Диктанта çырма тăваттăн хутшăнчĕç: Казакова Елена (7кл.), Владимирова Анна (9кл), Макарова Кристина (11кл.) тата Моисеева Ирина Николаевна чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ. Диктанта çырма йывăрах пулмарĕ. Лайăх паллăсем илессе шанас килет.