Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче шкулта «Чĕвĕлти чăваш чĕлхи» вăйă-конкурс иртрĕ. Конкурс тĕллевĕ – хамăр чĕлхене пуянлатасси, чĕлхене хисеплеме, юратма вĕрентесси. Вăййа хутшăнакансем, 5-11 класра вĕренекенсем, хăйсен тавçăрулăхне, чăваш чĕлхине мĕнле пĕлнине тĕрĕслерĕç. 1-мĕш вырăна Михайлова Аннăпа(5кл.) Щеглова Ольга(9кл.) йышăнчĕç, 2-мĕш вырăна Иванова Юльăпа(5кл.) Никифорова Маргарита(9кл.) йышăнчĕç, 3-мĕш вырăна Казакова Еленăпа(7кл.) Бычкова Анна(8кл.) йышăнчĕç. Çакăн пек конкурссене вĕренекенсем малалла та хастар хутшăнасса шансах тăратпăр.