Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Мăн Явăшри вăтам шкулта «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2013» конкурс иртрĕ. Ку конкурсăн тĕллевĕсем: чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси; чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси. Вĕренекенсем конкурса активлă хутшăнчĕç, вĕсем «Йывăç ларт» ятлă диктант çырчĕç. 23 вĕренекентен 2ача «5» паллă илчĕç, 3 ача «3» паллă илчĕç, 18 ача «4» паллă илчĕç. Нумайăшĕ рашча сăмаха çырнă чух йăнăш тунă. Конкурса хутшăнакансене çак паллăсем тăрăх чысларăмăр: 1) Чи тĕрĕс çыракансем – Щеглова Ольга (9кл.), Макарова Кристина (11кл.); 2) Чи илемлĕ почерк – Владимирова Анна (9кл.), Казакова Елена (7кл.); 3) Чи таса çыракан – Федорова Валентина (6кл.), Петрова Анастасия (8кл.), Макарова Надежда (10кл.). Яланах хамăрăн çырас ăсталăха туптаса пырасчĕ. Çакăн пек тĕрĕс, илемлĕ, таса çырасчĕ.